Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ журналиста юбилей медалӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку чыса «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра тӑрӑшакан Александр Белов тивӗҫнӗ.
Журналиста «Правда» хаҫата йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа чысланӑ. Асӑннӑ медале пани ҫинчен калакан удостоверение Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗ Геннадий Зюганов алӑ пуснӑ.
Маларах асӑннӑ хаҫатра Александр Белов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ӗҫленӗ. Фейсбукра хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнере 2-3 репортаж хатӗрлесе панӑ, вӗсене пӗрремӗш-иккӗмӗш полосасенче пичетленӗ. Пӗррехинче хаҫат хуҫипе вӑйлӑ тавлашса илнӗ, унтан журналист хаҫатран пӑрахса кайнӑ.