Чӑваш Енӗн Инфомполитика министерствинчен Цифра министерстви туса хурӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑну проектне республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ. Улшӑнусемпе цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина паллаштарнӑ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, министерство ҫинчен калакан положенире улшӑнусем пулӗҫ. Федераци шайӗнчи евӗрех пирӗн регионта та Информполитика министерстви вырӑнне Цифра министерстви туса хурӗҫ.
Министерство цифра аталанӑвӗпе ҫине тӑнипе пӗрлех патшалӑх вӑрттӑнлӑхне тата ӗҫри информацие хӳтӗлессипе те ӗҫлеме пуҫлӗ.