Персона
![]() Августа Уляндинӑна Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ «Эпӗ юрӑҫ тата педагог пулма ҫуралнӑ», – тенӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче. Артист ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине вӗренме кӗрсен ӑнланнӑ пулин те пӗр суйланӑ сукмакран ун чух та пӑрӑнман, халӗ те ҫаплах. Сӑмахӑмӑр – Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Уляндина пирки. Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче шӑп та лӑп 50 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ вӑл. Артист ӑсталӑхне Чулхулари консерваторире алла илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, «Чӑваш Ен» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл «Ярды» ансамбле ертсе пырать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Августа Уляндина пулас сцена ӑстисене те туптать. Пултарулӑх каҫалӑкӗнче унӑн мухтанине те, хурланине те илтме тивнӗ. Критика ӑна пиҫӗхтернӗ ҫеҫ. Августа Уляндинӑна халӑх юратать, кӑмӑлтан йышӑнать. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |