Сывлӑх
![]() ria.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 115 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче вара виҫӗ эрнере 232 пациент вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 21015 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19252-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 991 ҫын вируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ юлашки талӑкра сывлама пӑрахнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Юлашки талӑкра 56 ҫын инфекциленнӗ, 49 ҫын сывалнӑ.Танлаштармашкӑн: юпа уйӑхӗнче 56 ҫын вилнӗ, чӳк уйӑхӗнче – 135, раштавра – 254, кӑрлачра – 350. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |