Юлашки вӑхӑтра ҫакӑ савӑнтарать: кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра чирлекенсем те, вилекенсем те майӗпен сахалланса пыраҫҫӗ. Паян валли тепӗр 5 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 19995 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18040-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 916 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Инфекциленнисен 4,6 проценчӗ каварлӑ чире парӑнтарайман.
Юлшки талӑкра 87 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 81 ҫын пулнӑ. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ, пӗтӗмпе 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарти виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци тума палӑртнӑ.