Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.
Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.
Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи. Куславккапа (170 вырӑн) Муркаш (60 вырӑн) районӗсенче тата Ҫӗмӗрлепе Канаш (292 вырӑн) хулисенче ача пахчисене реконструкци хыҫҫӑн уҫмалла.
2012 ҫулта республикӑра ӗҫлеме тытӑннӑ ача пахчисем 3 514 вырӑн панӑ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен вӗренӗвне аталантарас ӗҫпе ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн 2012–2015 ҫулсем хушшинче 54 ача пахчи хута ярса ӗҫлеттерсе ямаллине паллӑртнӑ.
