Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Экологи шӑматкунлӑхне Шупашкар хулинче 10 000 яхӑн ҫын хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 28.04.2013 03:13 | 1742 хут пӑхнӑ
Шӑматкунлӑхра
Шӑматкунлӑхра

Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсем Шупашкар хулинче ҫу уйӑхӗ таранах тӑсӑлаҫҫӗ. Паянхи куна ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ 107 127 ҫын хутшӑннине паллӑртнӑ. Вӗсем шутӗнче министерствӑпа ведомство ӗҫченӗсем, студентсемпе предприятисен ӗҫчахӗсем тата хулари тӗрлӗ организацисем.

Пӗр вӑйпа, хастарлӑхпа хула ҫыннисем Шупашкарти тӗрлӗ лаптӑкӗсене, пӗтемӗшлӗ 4 800 куб.м. муниципаллӑ каяшсем тата 348 куб.м. йывӑҫ турачӗсенчен тасатнӑ пулнӑ-мӗн. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх экологи шӑматкунлӑне РГСУ, педуниверситет, механико-технологи, машин тӑвакан, электромеханика техникумӗсем, №23 училище вӗрекенӗсемпе пӗр тан Чӑваш Патшӑлӑх Минэкономаталанӑвӗн ӗҫченӗсем, Республика пуҫлӑхӗн администрацийӗ, ЧП Минстрой, Патшалӑх канашӗ, хула, район администрацийӗсем, Хулакомимущество, «Земельное управление» МКУ организаци сотрудникӗсем хастар хутшӑннӑ.

Пӗтемӗшлӗ вара кӗске вӑхӑт хушшинче Ачасен пултарулӑх кӗрменӗ хыҫӗнчи самаях ҫӳп-ҫаплӑ 1 лаптӑк тасалнӑ, 2 ҫӗнӗ «симӗсленнӗ» вырӑн пуҫарӑннӑ тата 11 йывӑҫлӑ-курӑклӑ ҫӗре тасатса ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.

Акан 25-мӗшӗ тӗлнеллӗ Шупашкар хулинче 1297 симӗс йывӑҫ-тӗмӗсем ҫӗнӗрен лартнӑ: 137 йывӑҫ тата 1160 тӗмӗ.

Йывӑҫсемпе тӗмӗсене лартнисӗр пуҫне вӗсене касас ӗҫ те хастар пырать. Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Республикӑн тӗп хулинчи 557 йывӑҫа касма ирӗк панӑ, вӗсенчен 342 ваклама та ӗлкернӗ.

Ҫавах хула тасалсах ҫитеймен-ха — хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрекенсем тӗп урамрах тӗрлӗ ҫуп-ҫап сахал мар вӗҫнине асӑрханӑ.

#Шупашкар, #шӑматкунлӑхсем, #йывӑҫсем, #каяш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем