Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юмартӑн ҫитес юбилейне халалласа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 19.04.2013 18:41 | 1651 хут пӑхнӑ

Чӑваш — мӗн тери вӑл юмарт, ҫутӑ кӑмӑллӑ, иксӗлми вӑй-халлӑ. Унӑн пултарулӑхӗ яланах ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Чӑваш ҫынни ӗҫчен, хастар, яланах ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшать. Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов), ҫакӑн пек чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, кӗҫех 75 ҫул тултарать. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ паянхи кун та чунне парса тӑван халӑх культуришӗн, чӗлхе аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑвать. Вӑл — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухса тӗпчекен, сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.

Пултаруллӑ ӗҫтешӗмӗрӗн юбилейне халалласа, унӑн ӗҫӗсен пӗлтерӗшне пӗтӗмлетсе чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн сумлӑ вӗрентекенӗсем, студенчӗсем паян, акан 19-мӗшӗнче, К.И.Иванов тӗпелӗнче поэзипе чӑваш тумӗн уявне йӗркелерӗҫ. Уява И.И. Иванов доцент ертсе пычӗ. Г. Юмарт пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки факультет ӗҫченӗсем каласа пачӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем вара поэтӑн сӑввисене вуларӗҫ. Геннадий Юмартӑн поэзийӗ чӑвашӑн аваллӑхӗнчен тухса тӑрать, этемӗн кӑмӑл-сипечӗ пирки шухӑша кайни тӗп вырӑн йышӑнать унта. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ яш-кӗрӗм (Сергей Хмелев, Анастасия Владимирова) хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене те вуларӗ уявра, чӑваш ташшипе те савӑнтарчӗ (Марина Кондукторова).

Факультетра И.Я. Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине уявланӑ май чӑваш халӑхӗн паянхи маттур сӑвӑҫине чыслани те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫавӑн пек сӑвӑҫсем, тӗпчевҫӗсем тӗнчене килччӗр тесе вӑй хунӑ-ҫке пирӗн мухтавлӑ ҫутлӑхҫӑ.

#уявсем, #чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #ЧПУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем