Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет:
◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла;
◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле;
◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла;
◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла;
◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар);
◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла;
◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле;
◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем.
Вунӑ минутлӑ тӑхтав хыҫҫӑн Чӑваш терминӗсен сайчӗпе «Пин те пӗр сӑмах» кӗнекен хӑтлавӗсем пулчӗҫ. Вӑл пайсене ертсе пыракансем мероприятие килнисен сӗнӗвӗсене шута илме шантарчӗҫ.
Сӑнсем (30)
