Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() special.spravedlivo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирпе республикӑн Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ иккен. Тӳре-шарапа республика ертӳҫи килтен ҫыхӑннӑ. «Шел пулин те, кӑштах чирлерӗм. Хальлӗхе сипленетӗп, ыранах сывалса командировкӑна тухса кайма хатӗрленмелле», – пӗлтернӗ вӑл планеркӑна пухӑннисене. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Олег Николаев Мускава ӗҫпе кайма, унта тӗлпулусем ирттерме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |