Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2013 19:09 | 2427 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Хыпар» хаҫачӗ, Чӑваш наци радиовӗ пӗрле чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе пӗрремӗш хут «Пӗтӗм чӑвашсен пӗрлӗхлӗ диктанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӑл 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан мӗн пур хулапа ялта иртет.

Диктант И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 13.00 сехетре пуҫланать. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнтах ҫырма кӑмӑл тӑвакансем валли диктант текстне ҫав вӑхӑтрах Чӑваш наци радиовӗпе вулаҫҫӗ. Компьютерпа ҫырнӑ е алӑпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10-15 минут хушшинче ҫак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.

Диктант ҫырас умӗн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тӗрӗс ҫырма вӗренер» занятисем иртеҫҫӗ:

◇ акан 20-мӗшӗнче 11.00 сехетре И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн I корпусӗнчи (Шупашкар, Президент бульварӗ, 19а ҫурт) 201-мӗш аудиторире.

◇ акан 20-мӗшӗнче 17.00 сехетре И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн I корпусӗнчи (Шупашкар, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт) 434-мӗш аудиторире.

Диктант ҫырма кӑмӑл тунисен заявкӑна chuv-total-dict@mail.ru адреспа ярса памалла: [Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ е вӑрттӑн ят | Код | Ӑҫта ҫырасшӑн: Шупашкарта е пырӑннӑ вырӑнта?]

Чӑваш Республикин патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата культурӑпа искусство ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурте хутшӑнасса кӗтетпӗр.

Ыйтусем сиксе тухсан 45-03-37 (31-02) телефонпа 10:00 сехетрен пуҫласа 17:00 сехетчен шӑнкӑравлама юрать.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ҫинчен тулли информаци кунта тупма пулать.

#чӑваш чӗлхи, #ЧПУ, #ЧППУ, #Чӑваш наци радиовӗ, #Хыпар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем