Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти «Юман» дружини чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускава тухса кайӗ. Следж-хоккей командине ҫӳрекен маттур ачасем Мускаври тантӑшӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Унччен вӗсем апла тупӑшӑва хутшӑнса курман.
Тӗрӗссипе, ачасен кун пек ушкӑнӗсем те сахал. Следж-хоккей команди пирӗн ҫӗршывра иккӗ кӑна: пӗри — Мускавра, тепри — Чӑваш Енре.
«Юман» ушкӑна «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыр кӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ. Занятисем Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи Регионти хоккей центрӗнче иртеҫҫӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхи ачасем ҫӳреҫҫӗ.
Ушкӑнӑн тӗп тренерӗ Александр Ларионов каланӑ тӑрӑх, следж-хоккей пайташӗсен шайби пысӑкрах, ун варринче сасӑ кӑларакан 8 шар пур. Ӑна хоккеистсем илтчӗр тесе ҫапла тунӑ. Тренер шӑхличӗ те тӗрлӗрен. Пӗри шайба зонӑна лексен шӑхӑрмалли, тепри хапхаҫӑна шайбӑран хӳтӗленмеллине систерет.
