Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Олег Николаев: «Эпир ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.10.2020 08:33 | 882 хут пӑхнӑ
Персона
sosh2-gcheb.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sosh2-gcheb.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, эпир чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева асӑнатпӑр. Ҫавна май Чӑваш Ен Элтеперӗ Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки хӑйӗ шухӑшне ҫырса пӗлтернӗ.

«Кашни халӑхӑн мухтавлӑ ҫыннисем пур, вӗсен ячӗсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ, ӗмӗртен ӗмӗре мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев тата унӑн чаплӑ ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗшӗн вилӗмсӗр пулса тӑчӗҫ.

Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халалӗ ӑслӑ шухӑшсемпе пуян, вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халал кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, ӗҫе хисеплеме, тӑван сӑмаха юратма вӗрентет.

Эпир ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр, вӑл хӑварнӑ педагогика еткерлӗхне упрӑпӑр, хисеплӗпӗр».

#Элтепер, #астӑвӑм, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1484.73.8544
2020.10.23 17:40
Agabazar
Кама «çутта кăларнă» — аллăра çĕклĕр.

Мана хама çутта кăларса пĕтереймен-ха.

Пулмасть пуль çутта тухасси. Вăл еннелле вара туртăнма пулать.

Туртăнатпăр.

Майĕпен-майĕпен....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем