Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чулхулара «Коза Пресс» тӗп редакторӗ хӑйне ҫунтарса янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.10.2020 19:05 | 1919 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Ирина Славина. Хӑйӗн страницинчи сӑн
Ирина Славина. Хӑйӗн страницинчи сӑн

Чулхула облаҫӗн ШӖМ ҫурчӗ умӗнче паян «Коза Пресс» тӗп редакторӗ Ирина Славина хӑйне ҫунтарса янӑ. Хӑйне вӗлерес умӗн вӑл «Ман вилӗмре Раҫҫей Федерацине айӑплама ыйтатӑп» тесе ҫырса хӑварнӑ.

Пӗр кун маларах, ӗнер, унӑн хваттерне следовательсемпе полици ӗҫченӗсем килсе ухтарнӑ пулнӑ. Ун пирки Ирина Славина ҫапла пӗлтернӗ: «6 сехетре паян алла бензорезпа фомка йӑтса ман хваттере 12 ҫын килчӗҫ: СКР-па полици ӗҫченӗсем, СОБР, пунеттейсем. Алӑка упӑшка уҫрӗ. Эпӗ, ҫарамасскер, хам нихҫан унччен курман хӗрарӑм сӑнаса тӑнипе тумлантӑм. Ухтарчӗҫ. Адвоката шӑнкӑравлама памарӗҫ. Брошюрӑсем, листовкӑсем, «Уҫӑ Раҫҫей» счечӗсене, тен тата Михаил Ходорковский сӑнӗллӗ турӑша шырарӗҫ. Ман ун пекки нимӗн те ҫук. Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютер, телефона тата пресс-конференци вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ пӗр купа блокнота. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм».

Ирина Славинӑна право сыхлакан органсем унччен те канлӗ пурӑнма паман. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе тӑватӑ протокол ҫырнӑ пулнӑ, сӑмахран Борис Немцова асӑнса ирттернӗ митингшӑн явап тыттарнӑ — ӑна саккуна пӑсса йӗркеленӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал та ӑна штрафланӑ — кӑшӑлвирус пирки ҫырнине фейк тесе пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, паянхи пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсене тӳсеймесӗр пӗлтӗр Удмуртире хӑйне Альберт Разин ҫунтарса янӑччӗ. Вӑл хӑйӗн тӑван чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑччӗ.

#Чулхула облаҫӗ, #кӳршӗре, #пӑтӑрмахсем, #Чулхула, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамӑр ял // 4210.25.6715
2020.10.02 20:47
Ку Раҫҫейре, тен, пӗрремӗш прецеденчӗ пуль. Никама пӑхӑнман, ирӗклӗ, чӑнлӑха ҫыракан журналистка, хӑвна халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ. Мӗншӗн тесен ӑна хӑвӑн килте патшалӑх ҫыннисем, мӑшкӑлласа, ҫаратнӑ. Ҫакна вӑл чӑтман.
Ҫакӑ хальхи Раҫҫейри хӑрушӑ пурнӑҫӗ. Ҫакна чӑтмасӑр белоруссем урамсене хирӗҫ тухаҫҫӗ. Раҫҫейре яланхи пекех халӑх чӑтать, хӑрать. Политикӑна ытла кӗместь. Телевизорсене мӗнле суйса калаҫҫӗ те, ӗненет. Айвансем.
Валери Туркай // 2830.00.2156
2020.10.06 15:19
Ан пӑтрат халӑха, ют ял-провокатор!
Ҫын хӑйне хӑй вӗлернинче ним лайӑххи те ҫук! Мӗнпе тивӗҫтермест сана хальхи Раҫҫей? Е юн юхтарассу килет-и сан?! Тен, эс те хӑвна хула варринче ҫунтарасшӑн?.. Кайсам, ара, Кӑркӑстана! Вӑт ӑҫта темократи - кашни ҫул "революци".
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем