Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Петр Ивантаев ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вилсе кайнӑ. Унпа Шупашкарти Ухсай Яков ячӗллӗ культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. 12 сехетре хурлӑхлӑ митинг пуҫланӗ. Петр Ивантаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Дипломлӑ специалист ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Октябрь» колхозра агрономра пуҫланӑ. Утӑм хыҫҫӑн утӑм тунӑ вӑл. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗн — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗн тилхепине тытма тивӗҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Кайран Петр Васильевич телефонне тытма пӑрахрӗ... Ӗнер унӑн телефонӗпе хӗрӗ шӑнкӑравларӗ...
Шел, питӗ шел! Калама ҫук пысӑк ҫухату! Чӑваш халӑхӗшӗн те, Чӑваш Еншӗн те.
Кӗҫӗр Петр Васильевича асӑнса сӑвӑ ҫыртӑм.
Каҫар, юратнӑ юлташӑм! Сана чӑваш халӑхӗ нихҫан та манмасть!
Валери Туркай