Паян кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен опрштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 10 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 18-31-мӗшӗсенче шута илнӗ.
Асӑннӑ тапхӑрта ҫичӗ вӗрентекенӗн, шкула ҫӳрекен пӗр ачан тата аслӑ шкулта ӑс пухакан икӗ студентӑн кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ. Вӗсем ҫак кунсенче вӗренме ҫӳремен.
Авӑн уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче вӗренеткенсен тата шкул ачисен хушшинче инфекциленнӗ тӗслӗх пулман.