Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «ВНИИР» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. Вӑл электротехника оборудованийӗн производствипе паллашнӑ, электроэнергетика тытӑмӗсене йӗркелекен центра пӑхса ҫаврӑннӑ.
Отрасле кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Олег Николаев уйрӑм предприятисем валли специалистсене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне аслӑ шкулсенче хысна вырӑнӗсен шутне ӳстересшӗн.
«ВНИИР» предприятин пуҫлӑхӗ Павел Литвиненко хӑйсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Мӑнаҫланмалӑх, чӑн та, пур. Предприятире туса кӑларакан цифра комплексӗсене энергетикӑн тӗрлӗ объекчӗнче усӑ кураҫҫӗ.