Кӑшӑлвируспа чирленисене Чӑваш Енре икӗ санаторире сиплӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ведомствӑн коллегийӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Унта вӑл отраслӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, COVID-19-па чирленисене реабилитацилеме республикӑна тулли медицина никӗсӗ кирлӗ. Ун пек центрсене «Чувашиякурорт» тата «Надежда» (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) санаторисенче йӗркелӗҫ. Вӗсенче кирлӗ пурлӑхпа техника бази пур.
Проекта патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин мелӗпе те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене (сӑмах кунта шала кайнӑ чирпе нушаланакансем пирки пырать. Сӑмахран, чӗре чирӗллисем) реабилитацилес ыйтӑва Чӑваш Ене федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полпречӗ Игорь Комаров килсен сӳтсе явнӑ.