Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енре вируслӑ ӳпке шыҫҫипе 2254 ҫын чирленӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ.
Чирленисен 33,2 проценчӗн сӑлтавӗ кӑшӑлвирус пулнӑ. Ытти тӗслӗхре чир урӑх вируса пула аталаннӑ. Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем кӑштах сахалланнӑ. ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ те чакса пырать-мӗн. Ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр эрнере 4 пин ытла ҫын чирленӗ тӗк утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче – 2906 ҫын.
Кӑшӑлвирусран сывалнисем – 34845 ҫын. Анчах Луговская ку хисеп тӗрӗс пулнинче иккӗленет. Кунсерен 20-30 ҫын сывалать, статистикӑна стационартан киле кайнисем ҫеҫ кӗреҫҫӗ, килте сипленсе сывалнисем вара – ҫук.