Семён Матвеевич Ислюков вӑтӑр ҫул ытла Автономиллӗ Чӑваш Республикине КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ тата премьер-министр пулса ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра халӑх хуҫалӑхӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Республикӑра электротехника предприятийӗсем, пир-авӑр комбиначӗ, хими завочӗсем ӳссе ларнӑ. Вӑл сӗннипе РСФСР Министрсен Совечӗ Чӑваш АССРӗн халӑх хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе Постановлени кӑларнӑ. Шупашкарта университет уҫас тесе те вӑл Мускава татӑш чупнӑ иккен. Ҫак пысӑк ӗҫсем ӑна мухтава кӑларнӑ.
Анчах… Ислюков влаҫра ларнӑ чухне начар ӗҫсем те пулкаланӑ. Ҫав ӗҫсене ертӳҫӗ хӑй йӗркелесе ертсе пынӑ. Сӑмахран, ҫак пуҫлӑх пуҫарнипех чӑваш чӗлхине хисепрен кӑларас тесе те «вирлӗ» ӗҫленӗ.
Паллах, ҫӳлтисем «халӑх ыйтнипе» каҫӑхса кайсах тӑван чӑлхене пусарнипе пурте килӗшмен. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Васильевич Элкер. Вӑл хӑйне кнеҫ пек туякан ертӳҫӗрен ҫак пӳтсӗр политикӑна улӑштарма ыйтса ӳкӗтленӗ. Анчах Ислюков ӑна ӑнланасшӑн пулман, обкома чӗнсе «ӑшши» панӑ анчах мар, ватӑ ҫыравҫӑн сӑвви-калавӗсене хаҫат-журналта кӑларма чарнӑ, тӗрлӗ пленумсенче ӑна политика тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын тесе те айапланӑ. «Юлташла ҫырнӑ ҫырушӑнах Эсир кун пек тавӑрнине ӗненес те килмест, – пӑшӑрханса пӗлтернӗ ертӳҫе Элкер. – Мӗн калас, ку 1937 – 1938 ҫулсен сӗрӗмӗ каялла тавӑрӑннӑ пекех. Ҫав тапхӑрта ҫыравҫӑсенчен Чалтун, Иван Мучи тата эпӗ кӑна темле майпа хӑтӑлса юлма пултартӑмӑр».
Элкер сӑмахӗ паян ларса ҫырнӑ пекех туйӑнать. Ун чухне хускатнӑ ыйтусем халь те кӗл айӗнчи кӑвар пек тӗлкӗшсе выртаҫҫӗ.
С.В. Элкер ҫырӑвӗсем поэтӑн килти архивӗнче тупӑннӑ пулнӑ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов «Хурапа шурӑ» кӗнекере пичетленӗ. Кун пирки «Московский комсомолец» в Чебоксарах» хаҫат республика аваллӑхне уҫса панӑ май каласа панӑ.
Agabazar // 4035.77.1936
2020.07.07 18:00 | |
Ялтан // 1969.96.9614
2020.07.09 08:19 | |
Карьерист пулнă вăл, çакна Элкер хăйĕн çырăвĕнче аван кăтартса панă. Хăй вăхăтенче писательсен съездĕнче ăна Урташ вирлĕ хак панă: "Кам вăл Ислюков? Вăл вилсен пĕр купа пăх юлать, эпĕ вилсен таватă кĕнеке юлать..." |
Малалла ĕçлес шучĕ вара унăн пулнах.