Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫул укҫи каллех хакланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.01.2013 16:39 | 1549 хут пӑхнӑ

Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӗвӗ иртнӗ. Парковка хакӗсемпе, пурӑнма юрӑхлӑ чи пӗчӗк виҫене (5 510 тенкӗ) пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫул хакне ӳстересси пирки те калаҫнӑ.

Чӑваш Енри тариф тӗлӗшӗпе конкуренци политикине пӑхса тӑракан патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсене турттаракан чи пысӑк предприятисене хыснаран укҫапа пулӑшу параҫҫӗ пулин те вӗсен ӗҫӗ ҫавах тупӑшлӑ мар иккен. Ҫул укҫи ӳстернине пӗлтӗр те ҫакӑнпах сӑлтавлатчӗҫ-ха та, хаксене пысӑклатни тӑкаксене чакарайман пулас. Тепре ӳстерсен тупӑшлӑ пулма шутлаҫҫӗ-ши?

Ҫапла май нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа автобуссенче 16 тенкӗ, электротранспортра (троллейбуссенче ӗнтӗ) 14 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитес тесен вара 19 тенкӗ кӑларса хумалла пулӗ. Уйӑхлӑх ҫул хучӗн хакӗ 650 тенке ҫитӗ, икӗ тӗслӗ транспортпа та ҫӳреме май параканнин вара — 1 пин тенке.

Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӑрӑхри хаксем юнашар регионсемпе пӗр шайрах (ӗҫ укҫи хӑш шайри пирки — шӑпӑрт). Асилме — ҫулталӑк каялла автобуссенче 12, троллейбуссенче 11 тенкӗ тӳленӗ. Хаксене унччен пӗлтӗрхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче ӳстернӗччӗ, унтанпа 9 уйӑх та иртмен-ҫке...

Хулаҫум маршручӗсемпе ҫӳрекенсемшӗн ҫеҫ савӑнма пулать — вӗсемшӗн ҫул укҫи хӑпармӗ.

#ҫул хакӗ, #ҫул-йӗр, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем