Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ача пахчинче лармана пухӑннӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 09.06.2020 18:57 | 266 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкар хулинчи 75-мӗш ача пахчинчи дежурство ушкӑнне ҫӳрекен ачасем лармана пухӑннӑ. Ку мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Хӗрачасене воспитательсем тӑван республикӑмӑр культурипе паллаштарнӑ, унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ.

Лармана пӗчӗкскерсем чӑваш тумне тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Пӗрин тумӗ тепринчен хитререх, чӑвашла тумланнӑ пӗр ача тепринчен чипертерех. Аслӑ тусӗсем ертсе пынисем вӗсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.

Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ача пахчисем ӗҫлеме пуҫламан-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 319 дежурство ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсене 3550 ача ҫӳрет. Дежурство ушкӑнӗсене хуласенче тата пысӑк район центрӗсенче ӗҫлеттереҫҫӗ.

#культура, #ачасем, #ача пахчисем, #Шупашкар, #чӑвашлӑх, #йӑла-йӗрке

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ача пахчинче хӑна-вӗрлене чӑваш апачӗпе сӑйланӑ
2019, 12, 24
Чӑваш ачисен клубӗ уява чӗнет
2019, 12, 26
Юрату ачасемпе тӗл пулма юратать
2020, 02, 20
«Ача-пӑча Акатуйне» хатӗрленеҫҫӗ
2020, 05, 30
Илемпин ӗҫӗ илемлӗ
2020, 06, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org