Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш ҫӗрӗнчен аякра пурӑнакан хӑш-пӗр хастарсем тӑван чӗлхене аталантарас, ӑна сарас тӗллевпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче саланнисем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлаҫҫӗ. Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова темиҫе ҫул ӗнтӗ вырӑнти радиопа чӑвашла передачӑсем йӗркелет. Радиокӑларӑмсен тӗллевӗ – чӑваш культурипе паллаштарасси. «Ӑраскал» радиокӑларӑма кӑсӑкланса итлекенсем валли черетлӗ передача паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эфира тухӗ. Хальхинче Акатуй уявӗ ҫинчен каласа парӗҫ, уявӑн тӗрлӗ аталанӑвӑн тапхӑрӗсемпе паллаштарӗҫ. Радиокӑларӑм 19 сехетре 35 минутра Таллин радио хумӗсем ҫинче эфира тухӗ. Эфира пӗртӑван Малинасен тата Роза Степанован юррисем илем кӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |