Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Виталий Станьяла — нимелле пулӑшу

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.04.2020 13:42 | 2807 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ
Виталий Станьял (80 ҫулхи юбилее палӑртнӑ мероприятире). Николай Плотников тунӑ сӑн
Виталий Станьял (80 ҫулхи юбилее палӑртнӑ мероприятире). Николай Плотников тунӑ сӑн

Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме.

Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр.

Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ.

Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать.

Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ). Апат-ҫимӗҫ парнипе Виталий Петровича ку эрнекун е шӑматкун тивӗҫтерме шутлатпӑр. Ун пирки ятарлӑ сюжетпа пӗлтерӗпӗр.

Пулӑшакансем

• Николай Плотников (300 тенкӗ);

• Лариса Ивановна М. (200 тенкӗ);

• Леонид Порфирьевич П. (307 тенкӗ);

• Владимир Геннадьевич Т. (500 тенкӗ);

• Зоя Аркадьевна Я. (300 тенкӗ);

• Юрий Тимофеевич Т. (300 тенкӗ);

• Суварин Вырӑк (700 тенкӗ);

• Антонина Васильевна А. (500 тенкӗ);

• Эльвира Николаевна К. (200 тенкӗ);

• Александр Марсович С. (300 тенкӗ);

• Ольга Александровна В. (300 тенкӗ);

• Людмила Валериановна Н. (300 тенкӗ);

• Валентина Львовна М. (300 тенкӗ);

• Наталия Викторовна А. (200 тенкӗ);

• Николай Николаевич О. (500 тенкӗ; Станьяла та Теветкеле те манас марччӗ тесе ҫырнӑ);

• Оксана Викторовна А. (500 тенкӗ);

• Александр Васильевич Б. (500 тенкӗ);

• Вячеслав Геннадьевич С. (1000 тенкӗ);

• Евгений Алексеевич Н. (200 тенкӗ);

• Ольга Николаевна Т. (500 тенкӗ);

• Ольга Николаевна А. (300 тенкӗ);

• Галина Геннадьевна И. (300 тенкӗ);

• Петр Степанович П. (300 тенкӗ);

• Юлия Васильевна К. (300 тенкӗ);

• Любовь Михайловна П. (300 тенкӗ);

• Арсений Алексеевич Т. (500 тенкӗ);

• Александр Анатольевич К. (300 тенкӗ);

• Галина Ялдра (300 тенкӗ);

• Алевтина Геннадьевна Д. (300 тенкӗ);

• Татьяна Алексеевна Ш. (200 тенкӗ);

• Татьяна Александровна А. (200 тенкӗ);

• Луиза Петровна Ш. (300 тенкӗ);

• Елизавета Михайловна М. (200 тенкӗ);

• Юрий Николаевич И. (500 тенкӗ);

• Наталия Вячеславовна Б. (200 тенкӗ);

• Владимир Леонидович Б. (500 тенкӗ);

• Леонид Валерьевич В (1000 тенкӗ);

• Сергей Михайлович К. (300 тенкӗ).

Хушни: енчен те ку списокра хӑвӑр курмастӑр пулсан — ҫӳлерех асӑннӑ телефонпа ҫыхӑнӑр. Тен, ӑнсӑртран эсир куҫарнине курмасӑр хӑварӑп, тен, Сбербанк СМС-па пӗлтермесӗр хӑварӗ, тен сирӗн енчен йӑнӑш пулма пултарӗ — кӳренӳ таврашӗ ан тухтӑр тесен сӑлтавне палӑртмасӑр хӑвармалла мар. Хамӑр енчен шантарса каласшӑн: куҫаракансене пурне те кӑтартас тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр (йӑнӑш-мӗн тухсан каҫару ыйтатпӑр).

Хушни (24.04.2020): акцие йӗркелекенсене 14 207 тенкӗ куҫарса патӑмӑр (шӑп ҫавӑн чухлӗ пухма май пулчӗ). Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернине уйрӑммӑн хыпарлӑпӑр. Пурне те пысӑк Тав!

#ниме, #нимеҫӗсем, #пулӑшу, #пӗлтерӳсем, #кӑшӑлвирус, #ваттисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр // 3796.47.3425
2020.04.23 16:56
Пётр Степанович Пупина Тав.Алесандр Ивановичӑ та Патӑрьел каччине.Славикӗ Кенати ывӑлӗ пин тенкӗ куҫарнӑ пулас.Кам ши?Акапасар,тен,пӗлет.
Микулай Павловски // 3116.83.5154
2020.04.23 17:09
Куҫартӑм!
Тимӗр // 3796.47.3425
2020.04.23 21:20
Арҫук,сана хӑвна та ҫӑмӑл мар,пилӗкҫӗрех куҫармасан тӑ юратчӗ.
2020.04.23 21:52
Аçтахар Плотников
Хамӑн шухӑша тепӗр хут калам-ха: ӗҫӗ мӗн чухлӗ куҫарнинче мар. Чи кирли — хисеп тума пӗлнинче. Ҫын 500 тенкӗ куҫарса тав тӑвасшӑн пулса, е пин тенкӗ куҫарасшӑн пулсан — мӗн-ма чармалла? Ан тив, 50 тенкӗ куҫартӑр. Анчах ҫынна ҫакӑншӑн хӑртма кирлӗ мар! Чи кирли — ҫын тав тума пӗлет.
Валери Туркай // 3926.38.7031
2020.04.24 08:11
Ырӑ, пархатарлӑ Ӗҫ!
Маттурсем эпир - чӑвашсем!
Кунта "Куҫартӑм!" тесе ҫырни "Ырӑ ӗҫ турӑм!" тесе ҫырнипе пӗрех!
Туркай
Сергей Пятаков // 1470.31.9293
2020.04.24 08:31
Степанов çырнипе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хальхи вăхăтра НУШАЛАКАНСЕНЕ кăна пулăшмалла. Пулăшу адреслă пулмалла, кирлĕлĕхе кура. Ăна влаçра ларакансем, саккунсем кăларакансем ниепле те ăнланасшăн мар. Çав ''уравниловка'' тенинчен вĕсем нимпе те хăтăлаймаççĕ. Пирĕн шурсухалсем çитменлĕхпе аптракан çынсем мар. Плотников пĕлмест те пулĕ. Ашше-амăшĕ ытла ватă мар-тăр Ун йышши ''хастар пионерсене'' (волонтёрсене) пĕлтеретĕп. 80 çула çитнĕ çынсен пенсийĕ чылаях ÿсет (7000 тенке яхăн!) Хамăр Станьял йышши ятлă-сумлă ветерансене ĕçĕ-хĕлĕшĕн пирĕн тайма пуçпа ''спаççипă'' тесе каламалла. Апат-çимĕç наборĕсене вара çук çынсене валеçмелле. Ăнт.
Станьял // 1604.03.3355
2020.04.24 16:07
Сӑмахлӑ укҫа ҫирӗп шута юратать Ман ятпа ҫавӑн чухлё
укҫа куҫарнӑ тусӑмсене чӗререн тав тӑватӑп. Нухрачё апат-ҫимёҫрен ытлашшипех пухӑннӑ.
Ҫавӑнпа халех Халӑх Хурап фончён йёркелӳ комитетне тума Аксакалсен канашё ячёпе ыйтатӑп. Пуҫаруҫисем Плотников, Тяпкин, Адер пулччӑр, ӗҫе тытӑнма Отрыванов, Мартынов, Милютин ӑсчахсене.Зоя Яковлева (ЧНК), Алевтина Андреева (Ҫеҫпӗл муз.), Ольга Тимофеева (Наци вулавӑшӗ), Людмила Федотована (тава тив. уч-ца) явӑҫтарӑр.
фонд уставне палӑтрӑр, пурлӑх управлӑхне йёркелёр.КАЙРАН ҪИРӖПЛЕТӖПӖР.
Сӑмах сӳтӗлсе ан кайтӑрччё! В.Ст.
Валери Туркай // 5897-9407
2020.04.25 07:23
"Cӑмахлӑ укҫа" тени вырӑнлӑ мар кунта, Виталдий Петрович!
Agabazar // 6906.2.4252
2020.04.25 20:13
Agabazar
Темĕн, 100 тенкĕ, 50 тенкĕ, 10 тенкĕ куçарнисем питех курăнмаççĕ. Çакă шухăшлаттарать.
Тимер // 3250.52.3557
2020.04.25 21:29
Ю.Н.Исаев та куҫарчӗ пулас.Тавах пурне те ку акцине хутшӑнӑшӑн.Степановпа Сергей Пятакова уйрӑм тав.Ҫитес ҫул та эсир сӗнӳсемпе хастар хутшӑнасса шанса тӑратпӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем