Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне пуҫламӑшӗнченех хастар хутшӑнаканӑн, «Канаш» хаҫатӑн информаци пайӗн пуҫлӑхӗн, Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Мустаевӑн «Аннесене каҫараҫҫӗ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ.
Проза кӗнеки авторӑн малтанхи парни. Унта кӗнӗ калавсемпе новеллӑсенче Елена Николаевна паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан ҫивӗч проблемӑсене ҫӗклет: тӗрлӗ ҫын шӑпине, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе ҫунат хуштаракан пулӑмсене ӗненмелле ҫырса кӑтартать. Кулӑшла калавӗсем уйрӑмах асра юлаҫҫӗ. Кӗнекене «Крахвине» повесть те кӗнӗ.
Кӗнекене РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман тата РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Чебанов (виличчен кӗнекен ҫыру варианчӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ) хак панӑ. «Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑ, алли те ӑста унӑн, чунӗ те ырӑ, ҫавна пула хайлавӗсем те ҫырла пек сӗткенлӗ», — тенӗ Анатолий Чебанов.
Чӑваш литературинче Елена Мустаева ҫӗнӗ ят. Ӗҫтешӗмӗре асамлӑ проза тӗнчинче хӑйӗ ҫирӗп вырӑнне тупма, вулакансен чӗрине малашне тата ҫӗнӗ кӗнекесемпе тыткӑнлама ӑнӑҫусем, хавхалану тата ырӑ кӑмӑл сунатпӑр.
