Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхин кафедрин ертӳҫи Ю. Виноградов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкул директорӗ, электронлӑ пособисене хатӗрлекен В. Андреев тата пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗх интертетел уҫлӑхӗнче «Чӑваш чӗлхепе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем валли интертетелти педканаш» ятлӑ проекта хатӗрлеме пуҫланӑ. Сайт тытӑмне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ, халӗ вара вӑл сайта ӗҫлеттерсе ярасси пирки ӗҫ пырать. Сайт ҫурла уйӑхӗн варри тӗлне ӗҫлеме пуҫламалла.
Сӑмах май каласан, 2007 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурри хушшинче республикӑри 186 шкула интертетел кӗртнӗ. Пурӗ вара хальхи вӑхӑтра тетелпе республикӑри 570 шкула (97,9%) ҫыхӑнтарнӑ.