Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тӑван чӗлхепе калаҫмасан ӑна упраса хӑвараймӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.02.2020 10:49 | 1853 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
infourok.ru сайтри сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
infourok.ru сайтри сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

«Хальхи вӑхӑтра пирӗн хамӑр тӑван чӗлхене нихӑҫанхи пек те мар хакламалла, ҫавӑн пекех пирӗн чӗлхе тӗрлӗлӗхшӗн кар тӑмалла, мӗншӗн тесен нумай енлӗх, кӑткӑслӑх кирек мӗнле тытӑм чӗрӗлӗхӗн тӗп факторӗ пулса тӑрать!

Атьӑр хамӑр чӗлхесемпе куллен усӑ курар та тӑван чӗлхесен прависемшӗн ҫирӗп тӑрар!», —тесе ҫырнӑ чӑвашсен «Хавал» пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Контактра».

«Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать. Ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та.... Эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр», — шухӑшлать «Хавал».

#культура, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_14737
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.02.23 19:34
Мӗнрен те пуллин пуҫламалла,пуҫламӑшне тупмаллах. Шкулти чӑваш чӗлхине ютран та ют тӑваканнисене тата вӗсен "хӳрешкисене" итлесен ҫулталӑкне пӗр кун кӑна чӗлхе валли асӑну кунӗ юлӗ? Атьӑр тесе кама калаҫҫӗ ? Ҫӑмӑл вӑл уҫлӑхалла пӑхса "атьӑр" теме .Влаҫрисенчен тивӗҫӗсем пирки аса ильтерме мар ыйтма та хӑратпӑр ? Тӗплӗнрех каламалла калас тесен шухӑша . Чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем Шупашкарта мӗншӗн тата кама пулла ҫук ? Кам чӑрмантарса пырать ҫавна тума ? Унсӑр ытти пирки калаҫни вырӑнсӑр.
Agabazar // 2704.83.6365
2020.02.24 14:59
Agabazar
Ачам Микула!
Пуçлаканĕсем — Адам тата Ева.
Мĕн кирлине ыттисем тахçанах пуçланă.

Санăн ĕçÿ, Микула, пусласси мар, ыттисен ĕçне малалла тăсасси.

Тăс!

Малалла тăс!

Ача сачĕсем те шăпах сана пула çук. Эс пултараймастăн. Санран пиçмест. Эсĕ начар.
Тихонов // 2336.76.8055
2020.02.29 09:14
Хула вал ял мар . Микула . Каласасшан мар чавашла . хать выртса ула. Ача пахчи те выраслах каласать . Чаваш челхине хула юратмасть---сав камала хусать...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем