Спорт гимнастики енӗпе иртекен кӑҫалхи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Ен спортсменӗ те хутшӑнӗ. Ӑмӑртӑва кайма Шупашкарти олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗнчи Владислав Поляшов тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ.
Спорт гимнастики енӗпе тӗнче шайӗнче ӑмӑртма спортсменсем Австралири Мельбурн хулине пуҫтарӑнӗҫ. Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланса 27-мӗшӗччен пырӗ.
Владислав Поляшов Раҫҫей командин йышӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи вӑйлӑ атлетсем пухӑнӗҫ. Ентешӗмӗр пӗлтӗр те ҫитӗнӳпе пӗрре кӑна мар палӑрнӑччӗ. Владислав Поляшова спортри ҫитӗнӳшӗн Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламлӑ телеграммӑпах хавхалантарнӑччӗ.