Ӗнер, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫпе «Акконд» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. «Элитана» десерта хатӗрлекен линие хута яма хутшӑннӑ.
Хӑйӗн ум сӑмахӗнче Михаил Игнатьев ҫак ӗҫе пурнӑҫланишӗн «Аккондӑн» ӗҫченӗсемпе пӗрле республикӑри пур ҫын та савӑннине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ корпус ҫеҫ мар, паян эпир чӑннипех те пысӑк фабрика уҫатпӑр, — тенӗ Элтепӗр. — Фабрикӑн пылак ҫимӗҫӗ паянхи кун хамӑр патшалӑхрисемпе кӑна мар, ют ҫӗршыври таварсемпе те ним мар пӗр ретре тӑма пултарать. Кунта тупӑшу пысӑк пулнине шута илсен — сахалтарах ҫывӑрни, ҫӗнӗ таварсем кӑларма пултарни ҫеҫ ҫӗнтерме пулӑшӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Хӑнасем ҫӗнӗ корпуспа тӗплӗн паллашнӑ. Пылак ҫимӗҫе хатӗрлекен производствӑна хута яма 1,1 млрд. тенкӗ тӑкакланӑ иккен. Ҫӗнӗ корпусра (унӑн лаптӑкӗ 10800 м2) 400 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пур. Ҫулталӑк хушшинче кунта 27 пин тонна пылак ҫимӗҫ кӑларма пулать.
Тавар кӑларакан лини ӗҫӗпе фабликӑн тӗп директорӗ Валерий Иванов паллаштарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе автоматика мелӗпе йӗркеленӗ пулин те, пӑхса тӑракан ҫынсем ҫавах кирли пирки вӑл палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн шухӑшӗпе «Акконд» таварӗ — пирӗн республикӑна палӑртакан элемсенчен пӗри. Шел те, ҫак сумлӑ предприяти хӑйӗн пылак ҫимӗҫӗнче халӗ те чӑваш чӗлхине усӑ курмасть. Тӑван ҫӗре-шыва пирӗн шутпа пылакпа кӑна мар, культурӑпа та кӑтартма пӗлни кирлӗ.