Тина Канделаки журналистка тата телеведущи Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ун пирки вӑл хӑйӗн Telegram-каналӗнче ҫырнӑ.
«Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ ашшӗсен ҫемьери витӗмне ӳстерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, тӗрӗс ҫемье мӗнле пулмалли ҫинчен шкулсенче ҫутта кӑларакан лекцисем вулать», — ҫырнӑ Канделаки.
Телеведущи Ашшсен канашӗн шухӑшлавӗпе килӗшмест, ку вӑл 19-мӗш ӗмӗрти йӑнӑшсене ҫӗнӗрен туса ирттерни тесе шухӑшлать.
Арҫыннӑн укҫа-тенкӗпе хуҫаланмалла, хӗрарӑма ун пек ирӗк те памаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Енри хӗрарӑмсене хӗрхеннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри ашшӗсен канашне пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каялла йӗркелерӗҫ. Халӗ ӑна Алексей Мурыгин ертсе пырать.