Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шӑп та лӑп 80 ҫул каялла, 1932 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнче «Колхозник ҫулӗ» хаҫатӑн 1-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш номере Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Г. Серебряков-Ошмань калӑпланӑ. Малалла вара хаҫата Йӑршу ялӗнчен тухнӑ партин район комитечӗнче культурӑпа пропаганда пайӗн заведующийӗ Ростов П.В. тытса пыма пуҫланӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗнче хаҫат ятне темиҫе те улӑштарнӑ: «Ленин ҫулӗпе» (1938), «Колхозник хаҫачӗ» (1959), «Ленинец» (1962). 1992 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи ятпа тухать — «Тӑван Ен».
Паян, утӑн 27-мӗшӗнче Кӳкеҫри культурӑпа кану центрӗнче ҫак куна анлӑн паллӑ турӗҫ. Чи малтанах хӑнасене районти ал ӑстисен ӗҫӗсем кӗтсе илчӗҫ. Уявӑн хуҫисем те кунтахччӗ — кашни хӑнана тараватлӑн кӗтсе пуху залне чӗнчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ уява пуҫланӑ май чи малтанхи сӑмаха район ертӳҫисем илчӗҫ — вӗсем хаҫат пирки каласа пачӗҫ, унта тӑрӑшакан ҫынсене ӑшӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ. Парнесемпе хисеп хучӗсем пама та манмарӗҫ — ара уяв уявах пулмалла-ҫке. Паянхи кун хаҫат редакцийӗнче 10 ҫын ӗҫлет — вӗсенчен кашни район администрацийӗнчен хисеп хучӗ илме тивӗҫрӗ.
Уяв концертпа вӗҫленчӗ.
