Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лондона каякан спортсменсемпе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.07.2012 12:29 | 2142 хут пӑхнӑ

Утӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ чӑваш спортсменӗсемпе тата вӗсен тренерӗсемпе тӗл пулнӑ.

Ҫуллахи ХХХ Олимпиада вӑййисем 2012 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 12-мӗшӗччен Лондонра иртеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗп ӑмӑртусене пирӗн республикӑран 5 спортсмен хутшӑнӗ:

Ирина Калентьева, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче чемпионки, тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионачӗсен призерӗ, ХХIХ Олимп вӑййисен бронза призерӗ (маунтинбайк);

Татьяна Архипова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ХХIХ Олимпиада вӑййисене хутшӑннӑскер, 2007 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн чӑрмавсем урлӑ 3 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейӗн 2011 ҫулхи чемпионачӗн 10 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Токиора 2011 ҫулта иртнӗ марафонӑн бронза призерӗ (ҫӑмӑл атлетика — марафон);

Альбина Майорова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, XXVIII Олимпиада вӑййисене марафон чупӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Японире иртнӗ тӗнче марафонӗн ҫӗнтерӳҫи (ҫӑмӑл атлетика — марафон);

Кристина Савицкая, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, 2011 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн бронза призерӗ, 2011 ҫулта тӗнчери ҫамрӑксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Раҫҫейӗн ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗн (ҫӑмӑл атлетика — ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗ) чемпионки;

Елена Наговицына, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, 2011 ҫулта 10000 метра чупассипе Раҫҫей чемпионки, Раҫҫейӗн 2012 ҫулхи чемпионачӗн 5000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, ҫӑмӑл атлетика (5000 метра чупасси).

Калаҫу вӑхӑтӗнче Михаил Игнатьев Олимпиадӑна хутшӑнакансене тата вӗсен тренерӗсене ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Лайӑх кӑтартусем спортсменсене Олимп вӑййисене хутшӑнмалли ирӗк панӑ. Республика пуҫлӑхӗ спортсменсем ӑнӑҫлӑ ӑмӑртни Чӑваш Республикинчи район-хуласенче спорта аталантарма пулӑшнине те палӑртнӑ.

_http://gov.cap.ru/home//49/album/2012/20120721%5fsport/index.htmСӑнсем (24)

#спорт, #олимпиада, #телпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем