Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын ӗне илме шутланӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ, пӗри шӑпах ӗне сутнӑ.
Арҫын сутуҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӗне кӗтӳре пулнине, ӑна каҫхине илсе кайма май пуррине пӗлтернӗ. Ӗне хуҫи таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳлесе хума ыйтнӑ.
34 ҫулти арҫын япӑххи пирки шутламан – сутуҫа ӗненсе ӑна укҫа куҫарса панӑ. Каҫхине хайхискер Ҫӗрпӳ хулине таварне илме кайнӑ. Анчах сутуҫӑ кӑтартнӑ адреспа суд приставӗсен вырӑнти подразделенийӗ пулнӑ. Ӗне вара ҫук. Арҫын хӑйне улталани пирки тинех ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Полицейскисем ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.