Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасӗ тесе асӑрхаттарать Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ. Унтисене республикӑн Гидрометцентрӗ ҫапла систернӗ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, паян пирӗн тӑрӑхра ҫил ҫеккунтра 12-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Вӑйлӑ ҫилпе электролини тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Вӑйсӑр ларакан конструкцисем персе анма пултарӗҫ.
Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче тӳнме пултаракан вырӑнсенчен ҫынсен пӑрӑнмалла. Машинӑсене йывӑҫсем ҫывӑхне лартмалла мар.
Ҫак эрнере пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенчи самай сулхӑн ҫанталӑк, чӑн та, кӗркуннехине аса илтерет.