Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Савкка ялӗ 90 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.07.2012 14:42 | 1846 хут пӑхнӑ

Утӑн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ — ӑна никӗсленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ял уявне пуҫланӑ май ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Йӗпреҫри этнографи музейӗн директорӗ Александр Майоров хӑйӗн сӑмахӗнче ял пуриншӗн те питӗ хаклӑ та тӑван пулни пирки пӗлтерчӗ — тавралӑхӗ те, ҫаранӗ те, вӑрманӗ те, пӗвисемпе шывӗсем те. «Тӑван килпе атте-анне вара пахаран та паха», — терӗ вӑл уява уҫнӑ май.

Савкка ялӗ епле пуҫланса кайни пирки те каласа пачӗ Александр: выслӑх пуҫланнӑ май ку вырӑна чи малтан Пучинке ялӗнчен Фёдоров Максим Фёлорович куҫса ларнӑ иккен. 1922 ҫулта ҫапла май урам йӗркеленнӗ — Мӑшӑр урам, ҫулталӑкран тепӗр урам — Хӑрах урам. Александр Майоров яла куҫнӑ малтанхи ҫынсен ячӗсене пӗлтерчӗ: Клементийпе Василий Руссановсем, Егор, Иван тата Фёдор Варламовсем. 1930 ҫулта кунта колхоз йӗркеленнӗ, ятне «Красная Нива» (чӑв. Хӗрлӗ пусӑ) панӑ пулнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ун председателӗ вырӑнне Тимофеев Аркадий, Сергеев Николай, Пименов Василий, Степанов Егор тата ыттисем йышӑннӑ. 16 ҫын Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнайман — ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунӑ.

Паллӑ ҫынсемпе те Савкка пуян: чӑваш сӑвӑҫи Николай Теветкел; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Руссанов Николай; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Кириллов; профессор, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Кириллов Николай Александрович.

Ял уявӗнче хисеп тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ, спорт вӑййисенче тупӑшрӗҫ. Юрӑ-ташӑпа та пуян пулчӗ уяв — Ҫӗнӗ Кӗлӗмкассинче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Рсепубликин тава тивӗҫлӗ артистки Антонина Краснова тата унӑн мӑшӑрӗ Пётр Краснов, ача-пӑчасем савӑнтарчӗҫ.

Уяв вӗҫленес умӗн пӗтӗм ял халӑхӗ пӗрле ларса тутлӑ шӳрпепе сӑйланчӗҫ.

Сӑнсем (32)

#Пучинке, #ял уявӗсем, #Йӗпреҫ районӗ, #Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси, #Савкка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем