Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке.
Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ.
Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.