Оригами — хут хуҫлатса тӗрлӗрен фигурӑсем тӑвакан ӳнер. Вӑл тӗрлӗрен пулать: фигурисене пӗр пысӑк хутран хуҫлатса тӑваҫҫӗ тата вӗтӗ пайсенчен пуҫтараҫҫӗ. Вӗтӗ пайсенчен пуҫтармаллине вара модульлӗ оригами теҫҫӗ. Ҫакна Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел шкулӗнчи ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унта ҫак ӳнере вӗрентекен уйрӑм кружок та пур. Ӑна ертсе пыраканӗ — чи пултаруллӑ учительсенчен пӗри, кӗҫӗн класс вӗрентекенӗ, библиотекарь, Трофимова Антонина Анатольевна. Ҫак ӗҫпе вӑл темиҫе ҫул каялла хавхалансах интересленсе кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн шкулти вӗренекентекенсемпе вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ.
— Чи йыварри модульсенчен тӗрлӗ фигура пуҫтарса калӑпласси мар, ҫав вӗтӗ модульӗсене тӑвасси, — тет Антонина Анатольевна. Кружокри ачасем ун патне библиотекӑна пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах пыраҫҫӗ: перемена вӑхӑтӗнче те, уроксем хыҫҫӑн та. Вӗсенчен чи хастаррисем кӗҫӗн класс ачисем. Уйрӑмах Сорокина Александра, Сорокина Ульяна, Петрова Дарья тата Смирнов Евгений. Унта вӗсем эрешлӗ вазӑсем, акӑшсем, мулкачсем, тортсем тата ытти тӗрлӗ япаласем тӑваҫҫӗ.