Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш тумӗн уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 20.04.2012 22:36 | 2572 хут пӑхнӑ
Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Акан 19-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Чӑваш тумӗн уявӗ. Мӗн тери селӗм эсӗ, чӑваш кӗпи! Пирӗн умра мӗнле кӑна тӗрӗллӗ кӗпесем пулмарӗҫ пулӗ. Кашни кӗпен хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ.

Пирӗн умра тури, анатри чӑваш тумӗсем пулчӗҫ. Авалхи чӑваш кӗписем анчах мар, сцена валли ятарласа ӗҫлеттернӗ тумсене те сӑнарӑмӑр.

Факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каласа хӑварнӑ тӑрӑх, турипе анатри чӑвашсен тумӗсен тӗррисем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-мӗн. «Турисен тӗррисем вӗтӗрех, анатрисен вара шултӑрарах. Енчен те паянхи чӑвашсем тӗрӗллӗ масмак пуҫа ҫыхсан та еплерех илемлӗ те аван пулӗччӗ, тӳрех урампа чӑваш ҫынни пынине пӗлме пулӗччӗ», — терӗ хисеплӗ профессор.

Факультет ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Тумӗсем анчах мар, капӑрлӑхӗсем те куҫа савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шутпа, ку пурне те кӑсӑклантарчӗ. Халӗ тури чӑваш хӗрарӑмсем туя кайнӑ чух еплерех эрешсем ҫакса ҫӳренине куртӑмӑр. Анатрисем те ку енчен юлса пымаҫҫӗ. Галина Геннадьевна Ильина доцент алӑпа туса хатӗрленӗ мӑй ҫыххипе, тухйипе паллаштарчӗ. Чӑн-чӑн ӳнер произведенийӗ.

Ҫакӑн пек уяв пулни ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ паха. Ку чӑваш филологийӗпе культурин студенчӗсене анчах мар, урӑх факультет студенчӗсене те питӗ килӗшнӗ, куҫ илми пӑхса тӑчӗҫ вӗсем илӗртӳллӗ уява. Уяв хыҫҫӑн кашни чӑваш хӑйӗн тумӗ ҫине пӗр-пӗр чӑваш тӗрри эрешлесе хурасса шанас килет.

#уявсем, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем