Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев акан 5-мӗшӗнче республикӑри мӗнпур ял хуҫалӑх пайӗсенче ӗҫлекенсен пухӑвне ирттернӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫӗр ӗҫченӗсене йывӑрлӑх питӗ те нумай кӳрӗ. Анчах та вӑл та мар паянхи хреҫчене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать — ҫуркунне вӑл ҫуллахинчен те, хӗллехинчен те самай сахалрах. Чӑн та ӗнтӗ, хӗлӗпе сӗт 13-14 тенкӗ тӑнӑ пулсассӑн, пуш уйӑх ҫитнӗ тӗле ӳнелсе те ӳнелсе пырать. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов сӗт хакӗ ҫапла «аташни» пирки тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса пама кӑҫал вӑхӑт тупатех. Чӑнах та ӗнтӗ, лавкара пӗр литр сӗт 30 тенкӗ тӑрать пулсассӑн, сӗт суса илекенӗн кӗсьине 14-16 тенкӗрен кая мар кӗмелле пек. Ӑҫта вара ҫав укҫа?
Ҫапла май Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх промышлинӗкӗсен пӗрлӗхӗ сӗт пуҫтаракансене пӗр литршӑн 12 тенкӗрен каярах мар тӳллетерме сӗнчӗ, алӑ пусса хут йышӑнчӗ.