Нумаях пулмасть республикӑра ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ялсенче пурӑнакансем те, хулара тӗпленнисем те пӗр хак тӳлеме пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗлӗх сахал мар калаҫтарать, уйрӑмах – ял ҫыннисене. Унта квитанцисем килеҫҫӗ, ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн вара халӗ те ҫук. Чылай ҫӗрте ҫӳп-ҫапа тиесе те каймаҫҫӗ. Мӗншӗн ял ҫыннин хулари ҫынпа пӗр тан тӳлемелле? Ялта пурӑнакансем хут таврашне ҫунтараҫҫӗ, ҫимӗҫ юлашкисене тислӗк купи ҫине пӑрахаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кашни кун тухса пемешкӗн ҫӳп-ҫап та ҫук.
ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев та ҫак ҫитменлӗхе асӑрханӑ: чылай ял «ҫӳп-ҫап реформине» кӗтсе илме хатӗр мар, чылай ҫӗрте контейнерсем ҫук. Элтепер район пуҫлӑхӗсене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫак ыйтӑва татса пама хушнӑ.
ЧР Строитесльвто министерствине вара ялсенче пурӑнакан ҫынсем валли тӳлеве пӑхса тухма ыйтнӑ. Элтепер шухӑшӗпе, халӑхран мӗн чухлӗ ҫӳп-ҫап илсе тухнине шута илмелле.