Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене килес ҫул пирӗн ҫӗршывра икӗ хутчен ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи хут — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, кайран — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен.
Хаксене икӗ ӑстрӑмпа хӑпартасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ.
Тарифсене ҫулталӑкра икӗ хут ӳстерме йышӑннине хушма хакран илекен налук виҫи 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хальхи 18 процентран 20 процента ҫитессипе сӑлтавланӑ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакне ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 1,7 процент ӳстерӗҫ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 2,4 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак хисеп пӗтӗмпе 4,1 процента ҫитӗ. Апла пулсан вӑл ытти ҫулхи виҫе шайӗнчех юлӗ.