Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать.
Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ.
Ятср // 3518.73.3886
2018.09.20 15:35 | |
Хӑҫан этем пек ҫырма вӗренетӗн, Ташней? Шкула, 1-мӗш класа, кайса лармалла мар-и сан? Ма халӑха тарӑхтаратӑн пуклаккӑн лӗпӗртетсе? | |
