Комсомольски районӗнчи Урмаелте тутарсем тӗпленнӗ. Пӗчӗк ял мар вӑл. Ахӑртнех, ялта тӗпленекен ҫамрӑксем та самай, ачасем те нумай ҫуралаҫҫӗ. Ара, унта ача пахчи хӑпартма палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать.
Ҫӗнӗ ача пахчинче 110 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Унта ултӑ ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ: чи пӗчӗккисем валли – иккӗ, кӗҫӗннисем, вӑтаммисем, аслисем валли тата хатӗрленмелли ушкӑн.
Аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 93 миллион та 315 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 9 уйӑхра туса пӗтермелле.