Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Пушмак пӑру мыскари» фильма ӳкернӗ ялта — 15 ҫултан

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.08.2018 21:34 | 1883 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче пулнӑ.

Зоя Яковлева режиссер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗр 15-20 ҫул каялла Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх телерадиокомпанийӗн Чӑваш енри филиалӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗр шухӑшлӑ пулса вӑтӑра яхӑн илемлӗ фильм ӳкернӗ». Ун чухнехи тапхӑра Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем халӗ ылтӑн вӑхӑт тесе аса илеҫҫӗ тесе пӗлтерет Зоя Яковлева.

«Пушмак пӑру мыскари» фильма ӳкернӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑра ӳкернӗ. Ку вӑл 2003-мӗш ҫулта пулнӑ. Ун чухне чӑваш телевиденийӗнче тӑрӑшнӑ Валерий Иовлев режиссер, Сергей Мышев оператор тата Зоя Яковлева режиссер Ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Вячеслав Ориновпа Н. Сидоровӑн камитне кино пек ӳкерме шутлан. Фильмӑн директорӗ пулма Валерий Лукьянов артист килӗшнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав яла ҫитсе «артистсем ял урамӗсем тӑрӑх утса асра юлнӑ тӗлӗнмелле самантсене» аса илнӗ.

«Кӗтӳҫ рольне вылянӑ Валерий Лукьяновӑн ашшӗ Николай Федорович та мӑшӑрӗпе Елизавета Петровнӑпа халӗ ял масарӗнче канлӗх тупнӑ… Артистсем вӗсен вилтӑпри ҫине кайса килчӗҫ, асӑнса ҫирӗҫ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.

Карапай Шӑмӑршӑри культура ҫуртне ял халӑхӗпе тӗл пулнӑ.

#культура, #кино, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Карапай Шӑмӑршӑ, #театрсем, #тӗл пулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем