Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химикра» RockestraLive концерт парӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.08.2018 08:43 | 2375 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрремӗш хут RockestraLive симфониллӗ оркестр ҫитӗ. Мӗнпе вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать-ха? Вӑл ахальли мар — сцена ҫинче вӗсем вылянӑ чухне эсир хӑвар вырӑнта лараймӑр. Вӗсем калакан кӗвӗ сире ҫӳҫентермесӗр хӑвармӗ.

Пӗтӗм тӗнчипе паллӑ RockestraLive хӑйӗн концертӗнче паллӑ рок-хитсене выляса парӗ. Led Zeppelin, Queen тата Deep Purple кӗввисенчен пуҫласа Linkin Park таранах, Rammstein та пулӗ, Imagine Dragons та. Концерта килнисем классикӑллӑ музыка инструменчӗсен ҫемҫелӗхӗпе тата илемлӗхӗпе пӗрлех рок-кӗвӗн хӑватне туйса илӗҫ. Сӗрме купӑссем,альтсем, контрбассемпе шӑхличсем, тромбонсемпе валторнсем ку концертра пач урӑхла янӑрӗҫ.

RockestraLive пултарулӑхне итлеме кил-йышпах ҫӳреҫҫӗ — ачасем ташша яраҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ҫамрӑклӑхри шухӑ вӑхӑта аса илеҫҫӗ. Концертчӗсем халӑха кӑмӑла кайни паллӑ — Кремльте те вӗсем виҫӗ хутчен вылянӑ.

Каймалла е кая ҫук? Паллах, концерта ҫитсе курмалла. Унта илнӗ хӑват сире уйӑх хушши вӑй парса тӑрӗ. Вӗсен концерчӗнче пулнипе вара эсир самай вахӑт хушши тус-юлташӑрсем хушшинче мухтанма пултаратӑр. Тепӗр тесен, симфониллӗ оркестр рок выляни сирӗн тавракурӑма самай анлӑлатӗ.

Концерт Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.

Билеты он-лайн мелпе кунта туянма пулать: https://rockestra.timepad.ru/event/760048

«Химик» культура керменӗн тел. 73-72-00

Ӗҫ вӑхӑчӗ: Тн-Юн 10:00–19:00, Кҫ-Ыт 10:00–24:00, Шм-Вр 9:00–24:00. Апат вӑхӑчӗ 13:00-пе 14:00-ччен.

#культура, #концертсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем