Вӑрмарти вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӑн инструкторне судпа айӑпланӑ, унӑн ирӗкне 1 ҫул та 2 уйӑхлӑха чикӗленӗ.
Инструктор бассейнра арҫын путса вилнӗшӗн явап тытнӑ. Ку инкек 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 52 ҫулти ӳсӗр арҫын юлташӗсемпе бассейна килнӗ. Хайхискер ишнӗ вӑхӑтра шыв айне путнӑ. Ыттисем ӑна туртса кӑларнӑ-ха, анчах пӗрремӗш медпулӑшу парсан та арҫын сывлама пӑрахнӑ.
Ҫав вӑхӑтра инструкторӑн ӗҫ вырӑнӗнче лармалла пулнӑ. Вӑл вара нимӗнле сӑлтавсӑрах ӗҫрен тухса кайнӑ.
Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.