Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Шупашкарти студенткӑна Китайра чи лайӑххи тесе хакланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.07.2018 21:14 | 1632 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Татьяна Кучерова
Татьяна Кучерова

Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.

Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.

Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

#вӗренӳ, #ЧПУ, #Китай, #аслӑ шкулсем, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Михаил ВолковСун // 1790-3830
2018.07.12 23:58
30 ҫул кӗтрӗм ҫак хыпара. Эпир хуннсен тӑххӑмӗсем тахҫанах ЧПУра Востоковедени факультечӗ анчах мар, институтне те уҫма май пурччӗ. Анчах сулӑм ҫитеймерӗ икӗ Ситӑр тӑхӑмӗсен куна хапсӑнма. Аран ҫеҫ ЧППИӗнче чӑваш филологи уйрӑмӗ ҫӗнӗрен уҫас сӗнӳпе килӗшрӗҫ. Вӑл тапхӑрта улӑштарру мелӗпе усӑ курса кадрсем хатӗрлеме пуҫлаама май пурччӗ. Тинех ку ӗҫе тытӑнтӑмӑр пулать. Ку та аван. Сулмаклӑх ҫиттӗрччӗ паха ӗҫ пуҫаракансене.
Михаил ВолковСун // 8973.1.9809
2018.07.17 23:42
Китай чӗлхи пирӗнни пекех сасӑкӗвӗллӗ (сингармонизмлӑ), пӗрлехи тымарлӑ тата пач пирӗннисемпе пӗрешкел сӑмах чылай китайсен. Сӑмах пулӑвӗте ҫыпҫӑнуллӑ(агглютинативлӑ), сӗмах майлашӑвӗсем те изафетлӑ пулни палӑрать словарьте: Ҫӳлти Торӑ ШАНЬДО, красный охранник ХУЙВЕЙБИНЬ. Хаҫатсем ХУНВЕЙБИН тесе ҫыратчӗҫ.(Э.И.СергеевӑнКитай-Вырӑс-Чӑваш-Тутар-Мари Словарӗ тӑрӑх.)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем