Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланассине ӗнер сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫавна май уяв мероприятийӗсене урӑх куна куҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ачасем валли тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Мускав ҫыранӗ хӗрринче ирттерме палӑртнӑ «Атӑл ҫинчи ачалӑх телейӗ» фестивале вырсарникуна, ҫӗртмен 3-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. «Амазони» этнокомплексра йӗркелеме палӑртнӑ «Ачалӑх йӑхӗнчен» программӑна ҫӗртмен 5-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ, вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Шыв хунарӗсен «Ҫывӑхрах» фестивалӗ хӑҫан пуласси хальлӗхе паллӑ мар.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле сывлӑш температури 1 градус сивӗ таран анмалла. Кӑнтӑрла вара 6-11 градус кӑна ӑшӑ. Ку ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи ҫанталӑк пекех.