Тутарстанри ҫамрӑксен тӗп проекчӗсенчен пӗри – чӑваш ачисен «Аталан» форумӗ. Унти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Проектӑн авторӗ — Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫин ҫамрӑксен политики енӗпе ҫумӗ Артем Носков.
Форума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта 12—18 ҫулсенчи шкул ачисем хутшӑннӑ.
Йӗркелӳҫӗсем проект ачасене ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш ачисем валли 7 кейс хатӗрленӗ. Вӗсем ташӑҫӑ, актер, ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗсене ӑша хывса пӑхнӑ. Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, Петр Хусанкай тата Иван Яковлев кун-ҫулӗсемпе те паллаштарнӑ.
«Шел пулин те, йыхравланӑ районсенчен хӑшӗ-пӗринчен делегатсем пулмарӗҫ. Пӑва, Апас, Теччӗ, Элмет, Пӗкӗлме районӗсенчен, Анат Кама хулинчен пӗр шкул ачи те, пӗр вӗрентекен те ҫитмерӗ. Ҫитес ҫулсенче вӗсенчен те делегатсем пуласса шанса тӑратпӑр», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра.