Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна килти ареста лартнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче администраци пуҫлӑхӗ экс-компаньонӗ ыйтнипе 10 вӗренӳ организацийӗсене ЖКХпа килӗшӳсене пӑрахӑҫлаттарнӑ. Кайран лешсем шӑпах ҫав ҫын патне куҫнӑ. Ҫапла майпа ЖКХ 490 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен пуҫлӑх строительство материалӗсене туянмалли суя документсемпе федераци тата регион хыснисенчен 150 пин тенкӗ ытла субсиди илнӗ. Ку укҫана вӑл икӗ кредит проценчӗсене тӳлеме янӑ. Ӑна банкран выльӑх витисене юсама илнӗ имӗш.
Пуҫиле халӗ суда пӑхса тухма янӑ.